Ку хӑрушӑ инкек ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче 16 ҫулти каччӑ сарӑмсӑр вилнӗ.
Пӑтӑрмах ҫурҫӗр иртни 15 минутра пулнӑ. Ҫамрӑкскер чукун ҫул ҫывӑхӗпе утнӑ. Темшӗн вӑл йывӑр тиев турттаракан пуйӑс тӑррине хӑпарма шухӑшланӑ.
Каччӑ хӑрушлӑх пирки шухӑшламан. Вакун тӑррине хӑпарсанах ӑна электричество токӗ ҫапнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Следовательсем Чулхула чукун ҫулӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырасшӑн. Унпа килӗшӳллӗн, ҫав участокри хӑрушсӑрлӑх йӗркине вӑйлатма ыйтасшӑн.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра Турцирен кӳрсе килнӗ помидора тӗп тунине пӗлтернӗ. Пирӗн ҫӗршыва илсе килме юраман пахча ҫимӗҫе урапапа таптанӑ.
Ку Вӑрмар поселокӗнче ака уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ. Турцирен илсе килнӗ виҫӗ курупка томата вырӑнти пасарта Россельхознадзорӑн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Усламҫӑ ӑна сутнӑ. Тупнӑ чухне унӑн 16,3 килограмм помидор пулнӑ. Кирлӗ документсем те пулман унӑн.
Усламҫӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл помидора Шупашкарти «Николаевски» пасарта туяннӑ. Томата туртса илсе предпринимателе упрамашкӑн панӑ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вара ӑна урапапа лапчӑтса тӗп тунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Волгоград хулинче марафон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. 42 ҫухрӑм та 195 метрлӑ дистанцире Раҫҫей спорт мастерӗ, Лондонра иртнӗ Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Татьяна Архипова ҫӗнтерӳҫӗ ятне илтнӗ.
Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗскер хальхинче марафон дистанцине 2 сехет те 28,34 минут чупнӑ. Финиша ун хыҫҫӑн каллех чӑваш спортсменки ҫитнӗ. Вӑл — Алина Прокопьева. Пирӗн ентешсем Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ палӑртнӑ норматива пурнӑҫланӑ. Апла вӗсен кӑҫал Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.
Марафонра Татьяна Архипова старт парсанах мала кайнӑ. Финиша ҫитес умӗн унран Алина Прокопьева ҫеҫ юлман. Вӑл Татьянӑна 25 ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Челепи хӗрӗ Наталья Старкова йышӑннӑ.
Паян Вӑрмарти тӗп стадиона вӑл тӑрӑхри ачасем ӑмӑртӑва пуҫтарӑнӗҫ.
Спорт тумӗ тӑхӑннӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн Светлана Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе старта тухӗҫ.
Вӑрмарсем ку вӑл — йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту. Кун пеккине унтисем кӑҫалхипе XIV хут ирттереҫҫӗ. Ӑна Шкул ачисен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Кубокӗшӗн пухакан IX спартакиадин шучӗпе йӗркелӗҫ.
Спорт ӑмӑртӑвне тӗрлӗ паллӑ датӑна халалланине
пӗлтереҫҫӗ. Ӑмӑртӑва 10 сехет те 30 минутра уҫмалла. Старта ачасем 11 сехетре тӑрӗҫ.
Светлана Захарова 1970 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Ичеснер Атайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулта тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ пулса тӑнӑ, ҫав ҫул тата 2003-мӗшӗнче — кӗмӗл тата бронза призерӗ. Бостонри тата Чикагори марафонсенче ҫӗнтернӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ:
«Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов.
«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева.
«Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнче асӑннӑ тӑрӑхри "Дружба" хуҫалӑха 34 ҫул ертсе пынӑ Иван Григорьева хисеп туса аса илӳ каҫӗ ирттернӗ.
"И в сердце, и в памяти…" (чӑв. Чӗрере те, асра та...) ят панӑскере Иван Григорьевич ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Иван Григорьевич - производство йӗркелӳҫи. "Дружба" колхоза, маларах асӑнтӑм ӗнтӗ, виҫе теҫетке ҫул ытла ертсе пынӑ. Кайра пынӑ хуҫалӑха мала кӑларнӑ та вӑл колхозпа паллашма республикӑран кӑна мар, ытти регионтан та пырса ҫӳренӗ.
Ӗҫшӗн Иван Григорьева Ленин орденӗпе, Октябрьти революци орденӗпе, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата ыттипе чысланӑ. Пӗтӗмпе унӑн наградисен шучӗ 35-пе танлашнӑ.
Аса илӳ каҫне Иван Григорьева пӗлекенсем, унӑн ачисем, вырӑнти тӳре-шара пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Енре культура учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетесшӗн. Нумай функциллӗ культура ҫурчӗсем кӑҫал Вӑрмарта, Ҫӗрпӳре, Елчӗкре хута каймалла. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче культура керменӗсене модернизацилесе ҫӗнӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан техникӑсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫак тата ытти самант пирки Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫул хушшинче республикӑра 150 культура ҫуртне модернизациленӗ.
Кунӑср пуҫне туризма аталантарассипе те ӗҫлени пирки каланӑ. "Пӗлтӗр Чӑваш Енре туризм ыйтӑвӗсемпе те анлӑ ӗҫленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн региона килнӗ 240 пин ҫынна тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтернӗ", - тесе ҫырать маларах асӑннӑ пресс-служба.
Чӑваш Енре юханшывра арҫын ача путса вилнӗ. ЧР МЧСӗн ӗҫченӗсем ӑна шырама тухнӑ. Хальлӗхе ачан виллине тупайман-ха. Ҫавӑнпа вӑл вилнӗ тесе ҫирӗплетме ҫук-ха.
Ку ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакан ҫемье каҫкӳлӗм Кӗтне юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача пулӑ тытнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ та уттарнӑ. Ахӑртнех, вӑл кун хыҫҫӑн путма пултарнӑ.
Паян водолазсем ачасене шырама кайнӑ. Юханшыв хӗрринче ачан сумкипе, вӑлтине тупнӑ. Кӗлеткине тупман-ха.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Вӑрмар районӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансемпе тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна патшалӑх кӳрекен пулӑшу пирки каласа-ӑнлантарса парас тӗллевпе пухнӑ.
Семинарта «Поддержка начинающих фермеров» (чӑв. Ӗҫе пуҫаракан фермерсене пулӑшасси) тата «Развитие семейных животноводческих ферм» (чӑв. Ҫемьери выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси) программӑсем пирки уҫӑмлатнӑ.
Фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакансен умӗнче «Агро-Инновации» хыснан унитарлӑ предприятийӗн экономист-консультанчӗ О.А. Михайлова тухса калаҫнӑ. Маларах асӑннӑ программӑсене лекес тесен епле хутсем хатӗрлемеллипе, конкурс условийӗсемпе паллаштарнӑ вӑл.
Бизнес-плана епле хатӗрлемелли, укҫана ӑҫта ямалли, мӗншӗн укҫа уйӑрмасан та пултарасси тата ытти ыйтӑва та уҫӑмлатнӑ семинара пухӑннисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |